Хаклă вулаканăм!
Сирĕн аллăрта Аскольд Де Герсо çыравçăн иккĕмĕш чăвашла кĕнеки. Ку кĕнекене тĕрлĕ вăхăтра çырнă хайлавсене кĕртес терĕм, çавăнпа та мĕнле-тĕр çыхăну хайлавсем хушшинче шырама кирлех мар. Калавсенче паянхи çамрăксем хушшинчи хутшăнусем: савăнăçпа хурлану, юратупа кĕвĕçÿ – пурте вырăн тупаççĕ. Пурăннă пурнăçра пурте пулать, кунпа нимĕн те тума çук, çавах та хăшĕ пĕр йăнăшсене сирсе ямашкăн пур, çавна вĕрентмеççĕ-и пире классиксен хулăн романĕсем? Курас текен – курать, тупас текен – тупатех, çавах та нихăш романра та уççăн пĕлтермеççĕ, унта сăнарсен пурнăçĕ тăрăх кăтартса пырать çыравçă.
Ку хайлавсен пуххинче те нихăшĕнче те вĕрентсе çырни çук, тĕслĕхсем вара аванах. Пирĕн кашнийĕн çуралсанах умра темĕн чухлĕ çул, çавă кăна-и, кашни кунхине ир çинчен ыйха сирсен умма çĕнĕ çулсем тухаççĕ, хăшне суйласа илетĕн, çавăн пек пулать кун. Юмахри паттăра та çăмăлрах пулнă: ун умĕнче виçĕ çул анчах, çитменне кашни пирки пĕлтернĕ: тÿрĕ каятăн – утна çухататăн, сулахая каятăн – чысна çухататăн, сылтăма çул тытсан пуçна çухататăн. Пире вара никам та палăртмасть, хамăр суйласа илмелле тĕрĕс çула.
Сăвăлла хайлавсене ырлакансем валли ку пухура уйрăм сăвăсем, поэмăсем пур. Икĕ поэмăна авалхи грексен халапĕсем тăрăх шăрçаланă.
Хаклă вулаканăм, енчен те мĕнле-тĕр ыйтусем тухсан, сĕнÿсем пулсан, тÿрремĕн çыру çырма пултаратăр. Адрес: askolddegerso602@gmail.com