Монографире архивсенчи, пичетленнĕ ĕçсенчи информаципе тата сăнав материалĕсемпе усă курса Пермь хутлăхĕнчи чăвашсен XVII ĕмĕр вĕçĕнчен тытăнса XXI ĕмĕр пуçламăшĕчченхи пурнăçĕн уйрăмлăхĕсене тишкернĕ. Ку кĕнеке – Пермь тăрăхĕнчи Чулман Атăл (Кама) таврашĕнчи чăвашсем хăш вăхăтра мĕнле-мĕнле вырăнсене килсе çирĕпленнине тата вĕсен йышĕн тĕрлĕ тапхăрти шутне-хисепне пăхса тухса, вĕсен тăван чĕлхипе тата авалтан килекен культурипе çыхăннă иртнĕ тапхăрсенче пулнă тата паянхи лару-тăрура тухса тăракан ыйтăвĕсене пĕтĕмĕшле тĕпчесе çырнă пĕрремĕш ĕç.

Кăларăм историпе этнографи специалисчĕсемшĕн çеç мар, кĕнекере хускатнă ыйтусемпе интересленекен вулакансемшĕн пуриншĕн те кăсăк пулĕ.



Загрузка...