- У-у-у! - макӑрать Диана. - А-а-а! Яшкри сухана ҫиес килмест!


Диана паян кунӗпе тулта вылярӗ. Ывӑнчӗ. Хырӑмӗ выҫрӗ, анчах яшкине вӑл ҫиесшӗн мар. Ун вырӑнне эклер пулсанах!


— Шӳрпине те пулин сыпса яр, - лӑпкӑн хистет ашшӗ.


Диана ҫиес тесе кашӑка алла тытать:


- Кашӑкки таса мар!


Ашшӗ ӑна ҫӑвать.


- Халӗ йӗпе!


Дианӑна пурте япӑх пек туйӑнать. Вӑл макӑрса ярать.


Сасартӑк кантӑкран шаккаҫҫӗ:


- Уп-уп!


Хыркук (удод) вӗҫсе кӗрет. Кайӑкӑн сӑмси вӑрӑм, пуҫӗ ҫинче тӗлӗнмелле кулӑшла тӗпек.


- Уп-уп! Эсӗ макӑрнипе эпӗ нӑрӑ тытаймастӑп! Сассуна илтсен тӗкӗм кӑнт тӑрать!


— Сан тӗпекӗ пуҫ ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хӳре пекех, - кӑшт кулса илчӗ Диана.


— Ан йӗкӗлте, хӗрача, - кӳренет кайӑк. - Ман мӑшӑра вара вӑл питӗ килӗшет!


Пуҫӗ ҫинче пӗр ҫӳҫ пӗрчи те юлман Диана ашшӗ ассӑн сывлать:


- Манӑн ҫакӑн пек тӗпек пуласчӗ.


Кайӑк Дианӑна куҫӗнчен тӳррӗн пӑхать:


- Ма куҫҫуль кӑларатӑн. Мӗн пулчӗ?


- Пурте мана кирлӗ пек мар!


- Тен, ачам, эсӗ выҫӑ, ҫавӑнпа йӗретӗн? Тӑхта-ха!


Хыркук вӗҫсе тухать. Ҫавӑнтах ӑманпа таврӑнать.


- Ме!


- Фу-у-у! - Диана питне аллипе хуплать.


— Часах таврӑнӑп, - тет те ӗҫлӗ хыркук сасартӑк вӗҫсе каять.


Ҫавӑнтах “кеп-кеп” тени илтӗнет.



Кукӑр сӑмсаллӑ пӗчӗк хӗрлӗ кайӑк вӗҫсе кӗрет.


- Эсӗ нӑйланипе эпӗ хӑраса йывӑҫ ҫинчен персе антӑм!


- Сӑмсу ҫине ӳкрӗн-и вара? Мӗншӗн вӑл сан ҫав тери кукӑр?


- Эпӗ кукӑрӑсӑмса-иҫ (клест). Сӑмсана пула эпӗ йӗкел вӑррине чакаласа кӑларма пултаратӑп, юратнӑ чӗпсене тӑрантаратӑп. Мӗн пулнӑ сана, хӗрӗм?


Диана кукӑрсӑмсана хӑлхинчен пӑшӑлтатса калать:


— Мӗншӗн макӑрнине хам та астумастӑп ӗнтӗ. Аттене ан кала кӑна.


— Юрать.

Тен, санӑн тутли ҫиес килет? Апат ман кӑмӑла яланах хӑпартать. — Кукӑрсӑмса тӗкӗнчен хыр вӑрри кӑларать те Дианӑна тӑсса парать. Хӗр ача ӑна шӑршласа пӑхать те тутине тӑсать:


— Эпӗ ун пеккине ҫиместӗп.


Сасартӑк “крак-крак” тени илтӗнет.



Кухньӑна вӑрӑм ураллӑ чарлан кӗрет.


— Крак-крак! Эпӗ пӗр ура ҫинче тӑнӑччӗ. Сана илтрӗм те мӗнле персе антӑм!


— Тен, эсӗ кӑнттам пулнипе вӑл? - Диана ихӗлтетет. Пӑртак лӑпланчӗ хӗр.


— Эпӗ-и? Кӑнттам? Хӗрӗм, эпӗ халех кӳренме пултаратӑп. Хӑвӑртрах мана мӗн те пулин ырри кала-ха.


— Ҫав тери капӑр эсӗ.


- Тавтапуҫ! Эпӗ пӗлетӗп. Тӗкӗ вара ман епле, сӑна-ха! Тата пӑх-ха, ак ҫапла хӑрах ура ҫинче тӑма пӗлетӗп. Унсӑр пуҫне, эпӗ питӗ чаплӑ пулӑҫӑ!


Сасартӑк ҫав вӑхӑтра чӳречерен пулӑ вӗҫсе кӗрет. Чарлан ӑна халех тытать.


- Тсрик-тсрик! - илтӗнчӗ чарлан ҫӑварӗнчен.



Чарлан сӑмсине уҫать. Пулӑ тухса ӳкет те, унпа пӗрле — пӗчӗк кӑвак кайӑк.


Диана йӑл кулать:


- Епле илемлӗ кайӑк ку! Пӑч-пӑч кӑвак тумлӑ. Эсӗ кам?


- Эпӗ пулӑҫ кайӑк (зимородок). Капӑрланма тата юрлама юрататӑп. Ку пуллине эпӗ ятарласа хӑнана пыма тесе тытнӑччӗ.


- Сӗтел хушшине ирт апла. Каҫар та, сана хӑнана чӗнекенни кам пулнӑ вара? - ыйтать Диана.


Кунта хыркук таврӑнать:


— Эпӗ чӗнтӗм. Атьӑр пӗрле савӑнар, юрӑ юрлар-и?


— Лайӑх шухӑшласа кӑларнӑ эсӗ, — Диана ашшӗ кайӑка куҫа хӗссе калать, — анчах эпӗ юрлама пӗлместӗп.


— Эпӗ питӗ лайӑх юрӑҫ, - мухтанать хаваслӑ чарлан. - Ак ман пек юрла. Крак-крак! Крак-крак!


Диана хӑлхине хуплать те ихӗлтетет.


— Апла эпӗ те пултаратӑп пуль, - кулать ашшӗ. - Крак-крак!


— Эпӗ те пултаратӑп эппин, - хӗпӗртет Диана. - Крак-крак, крак-крак!


Пулӑҫ кайӑк кая юлмасть:


- Тсрик-тсрик!


Хыркук сӗтел тӑрӑх чупса ташлать:


- Уп-уп!


Кукӑрсӑмса хутшӑнать:


- Кеп-кеп!


Кухньӑра шавлӑ та хаваслӑ. Кайӑксем вӗҫеҫҫӗ, ҫуначӗсене ҫупаҫҫӗ. Диана ахӑлтатса кулать. Ашшӗ те.


Юлашкинчен хыркук ҫапла калать:


- Мӗнле аван-ҫке. Кулнӑ чухне макӑрас та килмест.


- Пире вара чӗпӗсем кӗтеҫҫӗ. Кайма вӑхӑт ҫитрӗ, - тет кукӑрсӑмса.


Кайӑксем вӗҫсе каяҫҫӗ.


- Мана пулӑ ӑшаласа паратӑн-и? - ыйтать ашшӗнчен Диана. Унӑн урӑх пӗртте макӑрас килмест.